Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Аталану ыйтăвĕсем - тĕп вырăнта

Майăн 15-мĕшĕнче «Меркурий» бизнес-инкубаторта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство кунне паллă турĕç. Район ÿсĕмĕ бизнес ăнăçăвĕнчен килни каламасăрах паллă. Предпринимательсем район экономикине тĕреклетессипе вăй хураççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина район экономикин аталанăвĕнче хушма ĕç вырăнĕсем туса парассипе пĕчĕк тата вăтам предпринимательство пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ, пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсен аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

«Район куç умĕнчех аталанса, çĕнелсе пырать. Çак ырă улшăнура предпринимательсен тÿпи те пур», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов. Вăл предпринимательствăра вăй хуракан хастарсене Тав тата Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 мая 2015
10:55
Поделиться
;