Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Константин Иванова халалласа

«Константин Иванова пĕрле вулатпăр!» Пĕтĕм тĕнчери акцие хутшăнса 2015 çулхи майăн 15-мĕшĕнче Элĕкри тĕп библиотекăра     К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмин сыпăкĕсене чи лайăх вулассипе районти конкурс иртнĕ. Ăна чăваш классикĕ   К. Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.

Элĕкри тĕп библиотека ĕçченĕсем поэтăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕ- пе паллаштарчĕç. Вĕсем «К. В. Иванова - 125 çул» слайд-презентаци те кăтартрĕç. Мероприяти тĕлне «Силпи асамачĕ», «Вилĕмсĕр Нарспи» куравсем хатĕрлерĕмĕр.

Районти конкурса К. Иванов поэзине кăмăллакансем 14-ăн хутшăнчĕç. Тÿре часах çĕнтерÿçĕсене те асăнчĕ.

Пĕрремĕш вырăна Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулти 7-мĕш класра вĕренекен Яна Васильева çĕнсе илчĕ. Вăл К. Ивановăн «Тăлăх арăм» поэма сыпăкне каласа пачĕ.

Иккĕмĕш вырăнта - Элĕкри вăтам шкулти 8-мĕш класри Екатерина Никитина. Вăл «Нарспи» поэмăн сыпăкне килĕшÿллĕ вуланипе палăрчĕ. Виççĕмĕш вырăна иккĕн пайларĕç: Тавăтри Б. С. Марков ячĕпе хисепленекен вăтам шкулти 7-мĕш класра вĕренекен Кристина Казыкина тата Тенири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 8-мĕш класра вĕренекен Дарья Львова. Вĕсем «Нарспи» поэма сыпăкне лайăх вуласа пачĕç. Çĕнтерÿçĕсене пурне те дипломсем тата парнесем патăмăр.

Р. ГОРДЕЕВА, районти тĕп библиотека директорĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 мая 2015
10:55
Поделиться
;