Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уйрăлакансен шучĕ чакнă

Апрель уйăхĕнче районта 13 ача кун çути курнă, пĕлтĕр те çавăн чухлех: 5 арçын ачапа 8 хĕрача. Пĕрремĕш ача 5 çемьере çуралнă, иккĕмĕшĕ - 6 çемьере, виççĕмĕшĕпе тăваттăмăшĕ 1-ер çемьере çут тĕнчене килнĕ. Сайра тĕл пулакан арçын ача ячĕсем - Виктор, Богдан, Антон, хĕрачасен - Каролина, Дионисия.

Çын вилни çинчен 22 акт регистрациленĕ, пĕлтĕрхинчен 4 çын сахалрах. 14 арçынпа 8 хĕрарăм пурнăçран уйăрлнă. Арçынсен пурăнаслăхĕ вăтамран 72 çулпа, хĕрарăмсен 74 çулпа танлашать.

Апрель уйăхĕнче 6 çемье мăшăрланнă (пĕлтĕр - 9 çемье). Пĕр çемье уйрăлнă (пĕлтĕр - 5 çемье). Ашшĕ пулнине 1 çын çирĕплетнĕ.

М. НИКОЛАЕВА, ЗАГС пайĕн ертÿçи.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 мая 2015
10:55
Поделиться
;