Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕренĕве пĕтĕмлетсе - концерт

Хушма пĕлÿ çитĕнекен ăрăвăн шухăш-кăмăлĕпе ăс-хакăлне аталантарни каламасăрах паллă. Çакна тĕпе хурса хамăр ĕçе йĕркелетпĕр те. Çулсеренех вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче концерт лартса Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсен ăсталăхĕпе пултарулăхне куракана хак пама май паратпăр. Май уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ уява Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа «Çĕр çинчи пурнăçшăн» ятпа йĕркелерĕмĕр. Ÿнер шкулĕнче вокал класĕнче вĕренекенсем вăрçă темипе юрăсем шăрантарчĕç. Фортепианăпа, баянпа тĕрлĕ кĕвĕ-çемĕ каларĕç. Хореографи уйрăмĕнче ăс пухакансем илемлĕ ташшисемпе тĕлĕнтерчĕç. «Шевле» фольклор ансамблĕ те çарпа, патриотизмпа çыхăннă сăвă-юрăпа сцена çине тухрĕ. Уявра вĕренÿре палăрнисене те чысларăмăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 мая 2015
10:02
Поделиться
;