Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр шухăшпа, пĕр тĕллевпе

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать», - каларăша ял çынни аванах ăса хывнă. Çурхи ака-суха тапхăрĕнче хĕвелпе танах ура çине тăрать те таврана хура чаршав карсан çеç ĕçрен пушанать. «Авангард» ял хуçалăх предприятийĕн машинăпа трактор паркĕнче ир кÿлĕмех техника моторĕн сасси илтĕнет. Сергей Петров ертÿçĕ механизаторсемпе тата водительсемпе паян тумалли ĕçсене палăртатчĕ. Кăçалхи март уйăхĕнче ĕçе кÿлĕннĕ çамрăк механик, Петр Петров, техникăна уя тухиччен тĕрĕслетчĕ.

- Кăçал малтанах 500 гектар лаптăка «шуратса» хăварма палăртнăччĕ. Каярахпа акмалли лаптăка ÿстертĕмĕр, ака-суха ĕçĕсене 700 гектар çинче пурнăçларăмăр. 250 гектар тулă йышăнать пулсан, ытти лаптăксем çинче урпа, пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксем. 40 гектар «Варис» супер элита пăрçа акнă. Çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелессине кĕске вăхăтра вĕçлерĕмĕр. Çак ĕçе Александр Логинов пурнăçларĕ. Калчасене апатлантарассипе Эдуард Трофимов, Алексей Григорьев тата Валерий Кузнецов ĕçлерĕç, - ака-сухапа паллаштарать Сергей Иванович. Хĕрÿ ĕççине ял хуçалăх предприятийĕнчи 10 техника хутшăннă. Механизаторсенчен Эдуард Трофимов, Алексей Григорьев, Алексей Еремеев, Алексей Якимов çамрăксем хастарлăхпа палăрнă. Гурий Белкинпа Николай Федотов водительсем Газ - 53 автомашинăпа вăрлăха уя турттарса тăнă.

- Çур аки тапхăрĕнче сварщиксен тÿпи те пысăк пулнине палăртмасăр иртме çук. Пĕртăван Леонидпа Алексей Кузнецовсем пысăк яваплăха туйса ĕçлерĕç. Çавăн пекех ĕç хăвăртлăхĕ поварсенчен те чылай килчĕ. Уйра тăрăшакансене кăнтăрла тата каçхине вĕри апатпа тивĕçтерессипе лайăх ĕçлерĕç, - калаçăва малалла тăснă май пĕлтерет ертÿçĕ.

Кунпа çеç ĕç вĕçленнĕ темелле мар-ха. Çитес вăхăтра 5 гектар çинче купăста лартассипе ĕçлеме пуçлĕç. Тĕрлĕ сортлă пахча çимĕç калчисене «Авангард» хуçалăх хăех акса ÿстернĕ. Вĕсен йышĕнче ир пулаканнисем те, каярах юлаканнисем те пур.

Ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансене ĕççи вăхăтĕнче тутлă апатпа тивĕçтерес тĕллевпе суханне, кишĕрне, хĕрлĕ кăшманне, помидорне те хăйсемех лартса ÿстереççĕ. Ку енĕпе Сергей Лаврентьев агроном пуçарулăхпа палăрать.

- Механизаторсем çур аки вĕçленсен кĕрхисене валли çĕр хатĕрлес ĕçе тытăнĕç. 228 гектар çине тислĕк турттарнă, извеçленĕ, - палăртрĕ С. Петров.

Эльвира КУЗЬМИНА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 мая 2015
11:20
Поделиться
;