Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Техника йĕркене юратать

Уйрăм çынсен техники хушăнсах пырать. Паянхи куна илсен килти секторта тĕрлĕ техника 640 единица шутланать. Вĕсемпе вырăнсенче мĕнле усă кураççĕ-ха; Трактор-машинăна тата ытти техникăна пăхса тăмалли йĕркене мĕнле пăхăнаççĕ; Апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен пынă «Частник» профилактика операцийĕ ку енĕпе уçăмлăх кĕртрĕ.

Регистрацилемен техникăпа çул çине тухнă виçĕ тĕслĕхе асăрхарăмăр. Вĕсене административлă майпа явап тыттарасси пирки протокол çыртăмăр. Кăçал ку таранччен уйрăм çынсен 11 техникине регистрацилерĕмĕр. Пĕр çын «Беларусь-82» трактор туяннине шута илтĕмĕр.

Константин МАЙОРОВ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 мая 2015
11:10
Поделиться
;