Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасен пуласлăхĕ - хамăрта

Ачалăх - çын пурнăçĕнчи чи асамлă та савăнăçлă вăхăт. Кашниех ăна май килнĕ таран асра юлмалла ирттерме тăрăшать. Июнĕн 1-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун.

Çак кун Элĕкри «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» учрежденийĕн лапамĕнче халăх йышлăн пухăнчĕ. Сар хĕвел те ачасемпе пĕрле савăнчĕ тейĕн - çÿл тÿперен йăлтăртатса пăхрĕ. Шăпăрлансемшĕн вара савăнăç. Вĕсем çуллахи каникулта-çке. Элĕкри культура керменĕнче ертсе пыракан методистра тăрăшакан Алена Судман вĕсемпе тĕрлĕ конкурс-вăйă ирттерчĕ. Ачасен савăнăçлă сасси таврана саланчĕ. Юрă-кĕвĕ пурне те тыткăнларĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июня 2015
09:18
Поделиться
;