Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Педагогсен пултарулăхĕ района кирлĕ

Шкулсенче юлашки шăнкăравсем янрарĕç, чĕрĕксем вĕçленчĕç... Хыçра каллех тепĕр çул. Паллах, тăрăшмасăр, вăй хумасăр иртмерĕ вăл. Каласа памалли, палăртмалли чылай. Шăпах çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетме тата тинех пĕр-пĕринпе тĕл пулса канма кăçалхипе улттăмĕш çул йĕркеленĕ Вĕренÿ кунне. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вăл Смородино вăрманĕнче иртрĕ. Вĕрентекенсем, воспитательсем, соцпедагогсемпе психологсем тата вĕренÿ тытăмĕнче тимлекен ытти професси çыннисем пухăннă кунта.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов уçрĕ. «Пирĕн районта Вĕренÿ кунĕ 6-мĕш хут иртет. Кунта вĕренÿ çулне пĕтĕмлететпĕр, республика конкурсĕсенче çĕнтернĕ педагогсемпе вĕренÿ учрежденийĕсене чыслатпăр, район шайĕнче палăрнисене саламлатпăр. Эсир тăвакан ĕç çав тери кирлĕ. Шăпах эсир тăршнипе аслă вĕренÿ заведенийĕсенче, техникумсемпе колледжсенче çĕнĕ студентсем пулаççĕ. Педагогсем çав тери пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине – ачасене пĕлÿ панине эпир ăнланатпăр. Çак ачасем малашне пирĕн район пуянлăхне аталантарĕç, ăна çĕнетĕç, аслисем никĕсленĕ йăла-йĕркене упраса пырĕç. Сирĕн пултарулăх, вăй-хăват, пуçарулăх тата пурнăçри хастарлăх ра- йона кирлĕ. Яланах малалла ăнтăлăр, хăвăр ума çирĕп тĕллевсем лартăр тата вĕсене пурнăçа кĕртĕр», – терĕ Александр Николаевич пухăннисене саламланă май. Çавăн пекех Александр Куликов педагогсене çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас тата вĕрентес ĕçре пысăк вăй хунăшăн, нумай çул ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Çак хисепе Элĕк вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Валентина Афанасьева, Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Афанасьева, Мăн Ямаш вăтам шкулĕнче математика вĕрентекен Елена Павлова, Элĕкри «Хĕвел» ача садĕнчи воспитателе пулăшаканĕ Ираида Филиппова, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн водителĕ Михаил Димитриев тивĕçрĕç.

Педагогсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – район администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикин тата спорт пайĕн начальникĕ Эдуард Николаев саламларĕ, конкурссенче палăрнисене тата ĕçре çитĕнÿсем тунисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ Эльвира Ржанова ĕçре палăрнисене тав турĕ.

Вĕренÿ кунне чăваш эстрада юрăçисен концерчĕ савăнăç кÿчĕ. Педагогсем хăйсем те тунсăхлама хăнăхман. Уçланкăра юрă-ташă, вăйă-кулă хуçаланчĕ. Кăçалхи уявăн уйрăмлăхне те палăртмасăр иртме çук. Кашни вĕренÿ учрежденийĕ хăйне валли уйрăм тум хатĕрленĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ футболкăсемпе бейсболкăсем, значоксемпе галстуксем хăйне евĕр илем кĕртрĕç.

 Марина Михайлова.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июня 2015
09:18
Поделиться
;