Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пирĕн вăй - эпир пĕрле пулнинче

Июнĕн 12-мĕшĕнче - Раççей кунĕ. 1990 çулта РСФСР халăх депутачĕсен съезчĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан деклараци йышăннă.

1992 çултан тытăнса июнĕн 12-мĕшĕнче уяв паллă тума пуçланă, Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕн постановленийĕпе çак куна «Раçççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă кун» тесе палăртма тытăннă. Çав çулах кĕркунне уяв кунĕ пирки Ĕç кодексĕнче улшăнусем кĕртнĕ. 1998 çулхи июнĕн 12-мĕшĕче Борис Ельцин телевиденипе тухса калаçнă чухне асăннă куна «Раççей кунĕ» тесе уявлама сĕннĕ. Официаллă майпа ку ят 2002 çулта Ĕç кодексне çĕнĕрен çырнă хыççăн çирĕпленнĕ.

Раççей хăй вăхăтĕнче нумай йывăрлăх тÿснĕ: вăрçăсем, влаçри улшăнусем. Историе илес пулсан 1812 çулта Аслă вăрçă пулни паллă. Вăл вăхăтрах вырăс çарĕсем паттăрлăхпа палăрнă, Наполеон çарне çĕнтернĕ. II Александр 1861 çулта крепостла правăна пăрахăçлани те Раççейшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм. 1917 çулхи февральти тата Октябрьти революцисем те Раççей халăхне тĕрĕсленĕ. Çапах та пирĕн çĕршыв ура çине çирĕп тăрса малалла аталаннă, çĕршывра пулса иртекен экономикăри тата политикăри йывăрлăхсене пăхмасăр халĕ те аталанать.

Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем ĕмĕртен ĕмĕре çĕршывшăн тăрăшнă, вăл никама пăхăнман патшалăх пултăр тесе хÿтĕленĕ. Паянхи кун Раççейре кашни гражданинăн пурнăçне тата экономикăна лайăхлатма условисем пур. Раççей патшалăхне çирĕплетессинче Конституци тата патшалăхăн символĕсем - ялав, герб тата гимн - пурри те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсемсĕр çитĕнсе пыракан ăру ăс тăнĕнче патриотизм туйăмне аталантарма май çук. Раççей чечекленесси те чи малтан унăн регионĕсем ăнăçлă аталаннинчен килет. Çак пысăк çĕршывра пурте килĕштерсе, ăнланса пурăнсан çеç вăл малалла сулмаклă утăмсем тăвĕ.

Кашни çыншăнах Раççей хăйĕн пĕчĕк тăван çĕршывĕнчен пуçланать. Çавăнпа та Раççей кунĕ пĕтĕм халăх уявĕ пулнипе пĕрлех кашнин хăйĕн уявĕ те пулса тăрать. Пурте пĕрле эпир - пĕрлĕхлĕ те хăватлă Раççей. Унăн никама пăхăнманлăхĕ вăл - ăна сыхласа хăварассишĕн пуçĕсен хунисен тĕслĕхĕ, несĕлсем çине тăрса ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ.

Пирĕн вăй - эпир пĕрле пулнинче, пирĕн çитĕнÿ - халăх пĕрлĕхĕнче. Раççей хăйĕн вăйне шанать. Çакă вара пирĕнтен кашнинчен килет.

Библиотекăсенче тата культура учрежденисенче «Манăн Раççей» истори сехечĕсем, «Раççей - пирĕн Аннемĕр» поэзи каçĕсем, «Раççей, эпир сан ачусем!» литературăпа кĕвĕ-çемĕ Композицийĕсем, «Эпир пĕрле - çакăнта пирĕн вăй» çавра сĕтелсем иртеççĕ.

Июнĕн 12-мĕшĕнче «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» лапамĕнче районта пурăнакансем валли «Раççей кунĕ» ятлă савăнăçлă концерт пулать. Вăл 10 сехет те 30 минутра пуçланать.

Ÿркенмесен ĕç те ăнать

Пултаруллă та пуçаруллă çамрăксем район территорийĕнче сахалах мар. Тĕрлĕ тытăмра ĕçлесе çитĕнÿсем тăваççĕ вĕсем. Вăл шутра килти хушма хуçалăха аталантарассипе ĕçлекенсем те пур. Нумаях пулмасть Тавăт ял тăрăхĕнчи Павлушкăнь ялĕнчи Елена Якимова «Ĕçе пуçăнакан фермер» патшалăх программине хутшăнса 1 миллион та 100 пин тенкĕ çĕнсе илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июня 2015
11:01
Поделиться
;