Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван кĕтесех таврăннă

Хĕвел пайăрки чÿречерен кĕрсенех ура çине тăчĕ Лена. Юнашар пÿлĕмсенче çывăракан виçĕ ачи вăранасран шăппăн тула выльăх-чĕрлĕх патне тухрĕ. Чи малтанах çамрăк хĕрарăм 3 ĕнине сурĕ. Çийĕнчех патшалăха памалли сĕте уйрăм савăтсене тултарчĕ. Тепĕр витрине вара пĕчĕк пăрушкасене çитермелĕх хăварчĕ. «Хальлĕхе куллен 50 литр ытла сĕт паратăп-ха, тепĕр икĕ ĕни пăруламан», - палăртать çутă сăнлă хĕрарăм. Пĕчĕк пăрушкасене апатлантарассине вара амăшĕпе пĕрле тăваççĕ. Сăмах май каласан, йышлă выльăх-чĕрлĕх тытас ĕçре ăна шăп та шай çывăх çынни пулăшса пырать те.

Паянхи куна Якимовсен хуçалăхĕнче 5 ĕнепе самăртмалли 20 вăкăр шутланать. Ку енĕпе вара темиçе çул каяллах ĕçлеме пуçланă вĕсем.

Юридици енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ Елена Геннадьевна декретлă отпуска кайиччен Шупашкарти пĕр организацире ĕçленĕ. Ача çуратсан амăшĕ патне тăван килне таврăннă, çывăх çыннипе пĕрле ĕне выльăх усрас ĕçе кÿлĕннĕ. Малтанах сумалли ĕнесен шутне ÿстернĕ, каярахпа çынсенчен пĕчĕк вăкăрсем туянса вĕсене самăртассипе ĕçлеме пуçланă. Килти хушма хуçалăхра ĕçлеме килĕшнĕрен ялтах тĕпленме палăртнă. Выльăх-чĕрлĕхрен тупăш илнĕ укçи-тенкине те усăсăр тăкакламан, унпа килти сарай-витесене тĕпренех çĕнетнĕ.

Сыснасем ĕрчетме - ферма

Виçĕ çул каялла Кирилл ывăлне çуратсан ял тăрăхĕ вĕсене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Çавăн хыççăн ĕнтĕ виçĕ теçеткене пусăмлакан çамрăк хĕрарăмăн пуçĕнче тепĕр шухăш тĕвĕленнĕ. «Асăннă лаптăкра сыснасене усрамалли пĕчĕк ферма туса лартсан тем пекех пулмалла та», - пĕрре мар шухăшланă вăл. Укçа-тенкĕ çитсе пыманни ĕмĕте пурнăçа кĕртме ура хунă. «Ĕçе пуçăнакан фермер» патшалăх программи çинчен те пĕрре мар илтнĕ, анчах та унта хутшăнма шикленнĕ. Кăçал вара мĕн пулать те, мĕн килет тесех хăйне тĕрĕслесе пăхма шутланă. Ĕçе пуçласа ямалли бизнес-план хатĕрленĕ, ытти документсене пуçтарнă та Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствине кайса панă.

- Тĕрĕссипе вара хам çĕнтерессе ĕненмерĕм. Асăннă конкурса республикăри кашни районтан темиçешер çын хăйсен проектне тăратнă. Ятарлă комисси умĕнче хамăн бизнес-плана хÿтĕлерĕм. Кăштах вăхăт иртсен вара манăн проекта хак панине пĕлтерчĕç, - каласа парать çамрăк фермер.

Иртнĕ кунсенче вара сыснасен витине тăвассипе ĕçлеме тытăннă. Сарай никĕсне янă. Çавăн пекех унта утă упрамалли те тума палăртнă.

Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытма чи малтанах апат çителĕклĕ кирлĕ. Якимовсем хăйсем çинче шутланакан 2 гетар çĕр çинче нумай çул ÿсекен курăксене çитĕнтереççĕ. Çавăн пекех çынсенчен çĕр лаптăкĕсене арендăна илеççĕ. Малашлăхра вара çĕр лаптăкне те ÿстерме палăртать йывăрлăхсенчен хăраман çамрăк фермер. Хальлĕхе курăка çынсене çултарать пулсан типĕтсе хатĕрленĕ утта вара хăех «Газель» автомашинăпа турттарать.

Е. Якимовăна кура ачисем те пĕчĕклех ĕçе хăнăçса ÿсеççĕ. 13-ри Аливия акă, çывăх çыннишĕн чăн-чăн пулăшуçă. Унран кĕçĕнрех Никита та ĕçе хутшăнма тăрăшать. 3-ри Кирилл çумне çеç хальлĕхе куршанак «çыпăçма» ĕлкĕреймен.

Выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлеме çăмăлах мар пулин те, хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă Лена.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июня 2015
11:01
Поделиться
;