Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юн пусăмне тĕрĕслесе тăмалла

Артерири юн пусăмĕн гипертонийĕ чухне юн пусăмĕ хăпарать тата кăмăл-туйăм япăхланать. Юн пусăмĕ виçерен ÿснинчен пĕтĕмĕшле сипленме май çукран чи йывăр чирсенчен пĕри шутланать. Апла пулин те гипертонипе те тухтăр сĕнĕвĕсене пăхăнсан мĕн ватăличченех пурăнма пулать. Кашнин сывлăхĕ хăйĕн аллинче пулнине çеç тĕпе хумалла.

Гипертонипе аптракансен чи малтанах юн пусăмне тĕрĕслесе тăма вĕренмелле. Ку чухне вĕсене ятарлă дневник йĕркелеме сĕнесшĕн. Унта вара юн пусăмĕн кашни кунхи кăтартăвĕсене çырса пымалла.

Юн пусăмне тĕрĕс виçмелле. Çак ĕçе пурнăçличчен 30 минут малтан чĕлĕм туртма, апат çиме, çăра чей е кофе ĕçме те юрамасть. Юн пусăмне виçиччен пĕр 5 минут пукан çинче канлĕ, меллĕ вырнаçса, таянса лармалла. Урасене хĕреслеме, усса ларма юрамасть. Юн пусăмне виçмелли алла сĕтел çине хумалла.

Ятарлă манжеткăна икĕ пÿрне чухлĕ чавсаран çÿлерех çĕклемелле, çирĕплетсе лартмалла. Çав вăхăтрах алла ытлашши хĕстермелле мар.

Енчен те кашни алăри юн пусăмĕ тĕрлĕрен пулсан хăш алăри пысăкрах, çавна виçме тăрăшмалла. Пĕрре виçнĕ хыççăн тепĕр 2 минутран каллех виçсе пăхма сĕнетĕп. Енчен те вĕсен хушшинчи уйрăмлăх ртуть юпинчи 5 миллиметртан ытла пулсан тепĕр 2 минутран каллех виçсе пăхсан аванрах.

Юн пусăмĕн пĕтĕм кăтартăвне ятарлă дневник çине çырса пырăр. Унта хăш кун миçере виçнине, чĕре таппине, мĕнле эмелсем ĕçнине, хăвăра мĕнле туйнине çырса хурăр. Çакă тухтăра сире сиплеме те пулăшать.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июня 2015
11:01
Поделиться
;