Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пахчара наркотикла ÿсен-тăран ан пултăр

Наркотика хирĕç кĕрешекен комисси хăйĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Унăн ĕçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.

Çамрăксене тата çула çитменнисене усăллă ĕçе явăçтарсан вĕсене тĕрĕс мар çул çине тăрассинчен хăтарма пулать. Шăпах çакăн çинчен сăмах пуçарчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Эдуард Николаев. Ку тĕлĕшпе районта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Уйрăмах çуллахи вăхăтра ачасемпе çамрăксен канăвне тĕрĕс йĕркелемеллине аса илтерчĕ.

Йĕркене пăсакансем хушшинче ытларах йывăр çемьесенчи ачасем пулнине те манмалла мар. Çула çитменнисемпе ĕçлекен комиссин специалист-эксперчĕ Надежда Терентьева ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене шăпах кун йышши çемьесем çине тимлĕх уйăрма ыйтрĕ.

Ураскилт ял тăрăхĕнче çулленех хăй тĕллĕн ÿсекен кантăра пĕтерессипе «çапăçаççĕ» ĕнтĕ, анчах ку ÿсен-тăрана тĕппипех тĕп тума хальлĕхе май килмен-ха. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эдуард Козлов пĕлтернĕ тăрăх, ку çивĕч ыйтупа ĕçлеççĕ, курăка çийĕнчех çулса тăкаççĕ. Тĕрĕссипе, районти полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Анатолий Павлов пĕлтернĕ тăрăх, наркотиклă ÿсен-тăран пур ял тăрăхĕнче те çитĕнме пултарать. Кун пек чухне ялти специалистсен лару-тăрăва куçран вĕçертме юрамасть. Çакăн йышши курăксене пахчара ÿстерсен мĕнле явап тытмалли çинчен ял халăхне ăнлантарса памалла.

М. МИХАЙЛОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 июня 2015
13:37
Поделиться
;