Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Суйлав кунĕ паллă

Июнĕн 16-мĕшĕнче район депутачĕ- сен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кунта район администрацийĕн управлени тата пай начальникĕсем, ял тăрăхĕ-сен пуçлăхĕсем, организацисемпе учрежденисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Пĕрремĕш ыйтупа халăх суйлавçисем депутатсен Пухăвĕн «Чăваш Республикинчи Элĕк район бюджечĕн 2015 çулхи тата планланă 2016, 2017 çулсенчи тапхăрсем» йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Çакна шута илсен Элĕк районĕн 2015 çулхи бюджетĕн- чи тупăш калăпăшĕ 317858,1 пин тенкĕпе, тăкаксем 321430,8 пин тенкĕпе танлашаççĕ, дефицит - 3572,7 пин тенкĕ.

Ларура район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене суйлас ыйтăва пăхса тухрĕç, суйлав кунне çирĕп-летрĕç. Тĕрĕссипе, вăл хăçан пуласси ахаль те паллăччĕ - Пĕрлехи суйлав кунĕнче. Çапла вара район депутачĕсемшĕн сентябрĕн 13-мĕшĕнче сасăлăпăр. Çавăн пекех ларура çак суйлава ирттерме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкакламаллине пăхса тухса çирĕплетрĕç. Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Николай Сергеев суйлав кунĕнче ял çыннисене суйлав пунктне çитме кирлĕ условисем туса памаллине аса илтерчĕ. Халăх суйлавçисем награда материалне пăхса тухрĕç.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 июня 2015
13:37
Поделиться
;