Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Анастасия - пĕрремĕш

Июнĕн 23-мĕшĕнче «Росинка» физкультурăпа сывлăх центрĕн бази çинче ял тăрăхĕсенче пурăнакансем хушшинче çăмăл атлетсен тата хăвăрт утакансен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ иртрĕ. Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен положенийĕпе килĕшÿллĕн кашни командăра 18 çултан иртнĕ икĕ арçынпа пĕр хĕрарăм, 16-17 çулхи пĕр каччăпа пĕр хĕр пулнă. Арçынсем 3 тата 5 çухрăмра, хĕрарăмсем 3 çухрăмра тупăшрĕç, каччăсемпе хĕрсем 1-ер çухрăма парăнтарчĕç.

Чăваш Ен чысне Денис Сергеев, Николай Сергеев, Лилия Степанова тата пирĕн районтан Анастасия Дубинина хÿтĕлерĕç, 6 очко пухса мăкшăсене çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăна Мордва Республикин, виççĕмĕш вырăна Пенза облаçĕн командисем йышăнчĕç. Хĕрсем хушшинче «Хĕлхем» спорт шкулне çÿрекен Анастасия Дубинина пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Халĕ Чăваш Ен команди пĕтĕм тĕнчери ăмăртăва кайма хатĕрленет.

                                Виктор СЕМЕНОВ, тренер.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 июня 2015
18:52
Поделиться
;