Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ырă туни ырăпа таврăнать

Çынна ырă туни каялла таврăнать теççĕ. «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонне хутшăнакансем те çын хуйхи-суйхине ăнланма, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшма тăрăшаççĕ.

Пирĕн район çыннисем те марафон енчĕкне кулленех укçа-тенкĕ хываççĕ. Ураскилт вăтам шкулĕнче вĕренекенсем ку тĕлĕшпе аякра юлмарĕç, 5600 тенкĕ пухса марафон счечĕ çине куçарчĕç. Паянхи кун тĕлне район çыннисем 173444 тенкĕ хывнă. Ку сăваплă ĕç малалла пырать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 июня 2015
18:52
Поделиться
;