Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йыш хушăнни - телей

Июлĕн 8-мĕшĕнче - Çемье, юратупа шанчăхлăх кунĕнче - район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче икĕ хĕр ача çуралнине регистрацилерĕмĕр.

Чăваш Сурăм салинчи Никодим Васильевичпа Людмила Ревленовна Федотовсен çемйинче хĕр пĕрчи кун çути курчĕ. Ăна ашшĕ-амăшĕ Ника ят пачĕç. Ника - çемьери иккĕмĕш ача.

Павлушкăнь ялĕнчи Галицкинсен çемйине те «телей кайăкĕ» вĕçсе кĕнĕ. Çемьери пиллĕкмĕш ачана - пĕчĕк хĕре Александра тесе чĕнме кăмăл турĕç.

Районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем ашшĕ-амăшне ача çуралнă ятпа ăшшăн саламларăмăр, пепкен пĕрремĕш документне - çурални çинчен калакан свидетельствăна патăмăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 июля 2015
15:39
Поделиться
;