Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Валинкке» пултарулăхĕпе тыткăнланă

2015 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Воротынски районĕнчи поселокра (Лысая гора) «Питрав пуххи» чăваш культурин пиллĕкмĕш уявĕ иртнĕ.

Уява илем кÿрекенсем - Чулхула облаçĕнчи тата Чăваш Енри юрă-ташă ăстисем. Ку хутĕнче те кунта Чăваш Республикинчи Элĕк, Етĕрне тата Шăмăршă районĕсенчи 4 пултарулăх коллективĕ хутшăннă.

Элĕкри «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» культура учрежденийĕн «Валинкке» халăх фольклор коллективĕ куракансем умне хăйĕн пуян репертуарĕпе тухнă. Ансамбле вырăнти халăх юррисене шăрантарнăшăн уйрăмах ырланă.

Уяв вĕçленнĕ май пур коллектива та дипломпа тата асăнмалăх парнепе чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 июля 2015
08:18
Поделиться
;