Ача сачĕ пĕчĕккисене кĕтсе илĕ
- Пĕлетĕн-и, кĕçех эпĕ садике каятăп, - пĕр чарăнмасăр калаçать тантăшăн тăватă çултан иртнĕ ачи. Хăй шкул çулне çитменнисен учрежденине çÿреме пуçлассине вара чăтăмсăррăн кĕтет, çакна валли хитре тум туянса хунине те хăпартланса пĕлтерет. Иртнĕ çулсенче Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансемшĕн ача сачĕн ыйтăвĕ çивĕч тăратчĕ. Килте никампа хăварма çукран хăшĕ-пĕри тĕпренчĕкĕсене кÿршĕллĕ Муркаш районĕнчи Тивĕше те турттарчĕ. Унта шкул хупăнсан уçнă ача садĕнче талăкĕпех пурăнатчĕç шăпăрлансем. Канмалли кунсене çеç илсе килетчĕç киле. Чăваш Сурăмĕнчех шкул çулне çитменнисен учрежденине уçассине темĕн пекех кĕтетчĕç.
Кăçал çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен чи пĕчĕккисем те куллен ача сачĕн çулне такăрлатма пуçлĕç. Июнь уйăхĕнче кунта шкул çумĕнче ача сачĕ тăвас ĕçсем пуçланнă. Ĕç-хĕлпе паллашас тĕллевпе унта çул тытрăм та ĕнтĕ
Ир кÿлĕмех «Элĕкри МСО» организацийĕн строителĕсем ĕçе кÿлĕннĕ. Проектпа смета документацийĕпе килĕшÿллĕн хăш-пĕр стенасене пăсса тепĕр çĕре «куçарма» тивнĕ. Строительсен пĕр ушкăнĕ душпа туалет стенисене якатассипе ĕçлетчĕç пулсан, теприсем ачасен вылямалли тата çывăрмалли пÿлĕмри стенасене сăрăран тасатнă хыççăн тикĕслетчĕç. Ачасене апатлантармалли уйрăм кĕтес пулĕ. Ун çывăхĕнчех апат валеçмелли пĕчĕк пÿлĕм тунă та ĕнтĕ.
Стенасемпе ĕç вĕçлесен кантăксене улăштарĕç, плас-тик чÿречесене кÿрсе килнĕ. Çавăн пекех санитари нормисемпе килĕшÿллĕн ача садĕнчи шăпăрлансем уйрăм алăкпа кĕрсе çÿрĕç. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕнчи хура-шура тасатма та ятарлă пÿлĕм уйăрнă. Вĕренÿ учрежденийĕн директорĕ З. Васильева палăртнă тăрăх, унта япала çăвакан автомат машина вырнаçтарĕç. Çавăн пекех пĕчĕккисен сывлăхне тĕрĕслесе тăракан медицина сестри валли уйрăм пÿлĕм те хатĕр- лĕç. Ятарласа çирĕплетнĕ медицина ĕçченĕ ку чухне шкул ачисен сывлăхне те куçран вĕçертмĕ.
- Ача садне хута яма тĕрлĕ бюджетсенчен 2 миллион та 500 пин тенкĕ уйăрнă. Икĕ миллионĕ юсав ĕçĕсене ирттерме пулсан, 500 пинĕпе тĕрлĕ оборудовани туянмалла. Çав шутран пĕчĕккисене валли 25 вырăн, сĕтел, япаласем çакмалли шкафсем саккас панă, - пĕлтерет Зоя Федоровна. - Тулта та шăпăрлансене валли пĕр лаптăк уйăрнă. Унта ачасене выляма веранда, чуччу вырнаçтарĕç, йĕри-тавра хăтлăх кĕртĕç.
Чăваш Сурăмĕнчи шкул çулне çитменнисен учрежденине кăçал 3 - 6,6 çулсенчи 25 ача кайĕ. Ача садне çÿрес кăмăллисен списокне хатĕрлесе черет те йĕркеленĕ. Паянхи куна кадрсен ыйтăвне татса памалли юлнă.
Эльвира КУЗЬМИНА.