Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ентешсен паттăрлăхне сăнлакан кĕнеке

Асамат ялĕнче пурăнакан Валентина Ивановна Михайлова нумаях пулмасть «Пирĕн Çĕнтерÿ нумай сăнлă» ятпа кĕнеке кăларчĕ. Унта педагогика ĕçĕн ветеранĕ хăйĕн мăшăрĕ Леонид Михайлович Михайлов тĕрлĕ çулсенче «Ленин çулĕпе» (халĕ «Пурнăç çулĕпе») хаçатра пичетленĕ материалсене кĕртнĕ. Кĕнекере хамăр ентешсем вăрçă хирĕнче паттăрлăх кăтартса Çĕнтерĕве çывхартнине, ватă-вĕтĕ тылра харсăррăн ĕçленине чуна витермелле çырнă. Çавăн пекех унта Тăван çĕршывăн паттăрĕ Мирон Ефимович Ефимов çинчен те вуласа пĕлме пулать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 июля 2015
20:06
Поделиться
;