Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сывлăх кунĕ чĕнет

Июлĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре черетлĕ Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Ун чухне физкультурăпа спорт комплексĕнче тÿлевсĕр канма пулать. Районти «Хĕлхем» ФСК-ан стадионĕнче футбол тата волейбол вăййисене кăмăллакансене йыхравлаççĕ, кунти спортзалсенче аслисемпе танах ачасене те кĕтеççĕ. Ял тăрăхĕсенчи спорт лапамĕсенче те ăмăртусем ирттерме палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 июля 2015
20:06
Поделиться
;