Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Элĕк» чи мала тухнă

Элĕк районĕнче «Потребительсен рынокĕнчи чи лайăх предприяти - 2015» ятпа конкурс иртнĕ. Унта 2 суту-илÿ предприятийĕ хутшăннă. Чăвашпотребсоюзăн районти потребительсен обществи тата никама пăхăнман яваплă общество «Паркер-Н». Икĕ конкурс материалне пăхса тухма «Чи лайăх суту- илÿ комплексĕ» номинацире тăратнă.

Конкурс комиссийĕ пĕтĕмлетнĕ хыççăн райпон «Элĕк» суту- илÿ комплексĕ» чи нумай балл пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

«Потребительсен рынокĕн чи лайăх суту-илÿ предприятийĕ - 2015» конкурс çĕнтерÿçине район администрацийĕн дипломĕпе наградăланă.

«Элĕк» суту-илÿ комплекса 2013 çул вĕçĕнче хута янă. Вăл район çыннисене тĕрлĕ таварпа тата пулăшупа тивĕçтерет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июля 2015
12:58
Поделиться
;