Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ ыйтупа йышăннă

Июлĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕн Чăваш Енри йышăну пÿлĕмĕнче граждансемпе тĕл пулчĕ. Кунта республикăри тĕрлĕ районти тата хулари пилĕк çын хăйсен ыйтăвĕсемпе килнĕ. Пирĕн районтан Михаил Васильевичпа Ирина Митрофанова тĕл пулнă. Вăл Вутлан ялĕнче пурăнакансен ячĕпе кунта автомобиль çулĕ туса пама ыйтнă. Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, Элĕк районĕнче вырăнти çулсене тума 2015 çулта 34 млн. тенкĕ ытла уйăрнă. Паянхи кун тĕлне Вутланти Мир тата Симĕс урамсенче 1,650 çухрăм çула тума контракт çырнă. Строительство ĕçĕсене кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 июля 2015
13:00
Поделиться
;