Йывăрлăхран хăраманнисем - ялта
Ял пурнăçне кăмăлланисем нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçа усмаççĕ. Çăмăл пурнăç шыраса хуланалла талпăнмаççĕ. Тăван кĕтесрех тĕпленсе малалла ăнтăлаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ паян килти хушма хуçалăха аталантарассине тĕпе хурать. Юнтапа ял тăрăхĕнчи Вырăс Сурăмĕнчи Надежда Егорова та çулсеренех йышлă выльăх тытать. Сумалли ĕне, тына, пăру усрать. Индокăвакалсем, чăхсем те татăлмаççĕ кил картинчен. Вĕсен шучĕ темиçе теçеткерен те иртет. Пахчинче тĕрлĕ апат-çимĕç ÿснипе пĕрлех йывăç-хунав та хуçине кашни çулах çимĕçĕпе савăнтарать.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета