Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Право ыйтăвĕсемпе - библиотекăра

Элĕкри тĕп библиотекăра нумай çул хушши «Раççей юрисчĕ- сен ассоциацийĕ» обществăлла организацин консультаци пункчĕ ĕçлет. Библиотекăра вулав залĕн- че кашни уйăхăн виççĕмĕш кĕçнерни кунĕнче 15 сехетре район прокуратурин ĕçченĕсем халăхпа тĕлпулусем ирттереççĕ. Прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле çынсене кунта юристсем, нотариус, Элĕк район администрацийĕн специалисчĕсем, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх ĕçченĕ-   сем тÿлевсĕр пулăшу параççĕ, интереслентерекен ыйтусем çине хуравлаççĕ.

Библиотекăра вулакансем право системисемпе - «Консультант Плюс», «Гарант», «Законодательство России», Интернет ресурссемпе, электрон дисксемпе тата кĕнекесемпе, хаçатсемпе усă курма пултараççĕ. Библиотекарьсем вĕсене право енĕпе информаци парассипе тĕрлĕ енлĕ мероприяти ирттереççĕ.

2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта çынсене 200-е яхăн ыйту çине хурав панă. Ун чухне Чăваш Енри çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх порталĕпе, Чăваш Республикин прокуратурин, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн, Элĕк район администрацийĕн сайчĕ- семпе усă курнă.

Мероприятисем ушкăнсемпе, уйрăм çынсемпе пулаççĕ. Ытларах библиотекăна килекенсене çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕ- сем, социаллă çăмăллăхсем, сывлăх сыхлавĕн саккунĕсем интереслентереççĕ. Нумаях пулмасть Элĕкри тĕп библиотекăра «Законодательство об особенностях регулирования труда женщин в сельской местности» право сехечĕ пулчĕ. Мероприятие Элĕк район прокурорĕн пулăшаканĕ Алина Большова хутшăнчĕ. Вăл çынсене Ĕç Кодексĕн улшăнăвĕсемпе паллаштарчĕ. «Права граждан: вопросы и ответы» çĕнĕ кĕнекен куравне ирттерни те вулакансемшĕн усăллă пулчĕ. Кĕнекене «Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ» обществăлла организацин Чăваш Енри уйрăмĕ кăларнă, унта тĕрлĕ енлĕ право ыйтăвĕсем çине хуравсем тупма пулать.

Кăçал сентябрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхне тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе депутачĕсене суйлатпăр. Библиотекăри консультаци пункчĕ те халăха суйлава хастар хутшăнтарма методика кăтартăвĕ- сем, электронлă презентацисем, кĕ- неке куравĕсем, информаци стенчĕ- сем хатĕрлет, право сехечĕсем («Эпĕ суйлава каятăп»), çамрăк суйлавçăсен кунĕсем (Эпир - çамрăксем, пирĕн суйламалла»), информаци кунĕсем («Кашни гражданин - суйлавçă») ирттерет, буклетсем, листовкăсем кăларать. Çак ĕçе Элĕк районĕнчи территорири суйлав комиссийĕпе тачă çыхăнса йĕркелесе пырать.

Тепĕр тĕлпулу августăн 20-мĕшĕнче çул çинчи яваплăх çинчен пулать. «Об изменениях в законодательстве об ответственности в сфере обеспечения безопасности дорожного движения» темăпа интересленекенсене пурне те 15.00 сехетре Элĕкри тĕп библиотекăра кĕтетпĕр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 августа 2015
13:51
Поделиться
;