Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Августăн 19-мĕшĕ - Пĕрлехи информаци кунĕ

Августăн 19-мĕшĕнче республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унта çак темăсене хускатĕç:

- ял хуçалăхĕнчи уй-хир ĕçĕсем*

- Чăваш Республикинчи вĕренÿ учрежденийĕсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленесси мĕнле пулса пыни.

Çавăн пекех Информаци кунĕнче вут-çулăмран сыхланмаллипе шыв объекчĕсенчи çынсен хăрушсăрлăхĕ çинчен калаçĕç, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра 2015-2016 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессипе ĕçсем мĕнле пынине те тишкерĕç.

Пирĕн района та çав кун Шупашкартан информушкăн килет. Йышра ЧР çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Иванович Кузьмин (ушкăн ертÿçи), ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чувашия-курорт» санатори» УАО генеральнăй директорĕ Николай Григорьевич Ванеркин, федерацин пушара хирĕç кĕрешекен ЧР «Сăнавлă пушар лабораторийĕ» службăн судпа эксперт учрежденийĕн начальникĕ Сергей Яковлевич Салтыков, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Петрович Якимов, патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографин Федераци службин ЧР управленийĕн ертÿçин çумĕ Татьяна Вячеславовна Васильева, Перекет Банкĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн управляющийĕ Наталья Юрьевна Еремина, «Чувашхлебпродукт» УАО генеральнăй директорĕ Алексей Пантелеймонович Ласточкин, Суд приставĕсен Федераци службин ЧР управленийĕн ертÿçи - ЧР аслă суд приставĕ Анатолий Юрьевич Иванов пулĕç.

Палăртнă тăрăх, информаци ушкăнĕсем Элĕк (Элĕк вăтам шкулĕ, Элĕкри 2 №-лĕ «Хĕвел» ача сачĕ), Ехремкасси (Тури Татмăш, Ю. Н. Никифоров хресчен-фермер хуçалăхĕ, Вутлан, Вăрманкас), Тавăт (Тавăт, Кĕçĕн Тă-ван), Шĕмшеш (Элеккенушкăнь, Сурăмпуç Шĕмшеш), Питĕшкасси (Çулавăç), Йăлкăш (Изванка, Ярушка), Тени (Тени, Малти Хирлеп, Кайри Хирлеп), Крымсарайка (Сурăмварри, Кураккасси) ял тăрăхĕсене çитĕç, ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тĕл пулĕç. Çав кунах информушкăн членĕсем районта пурăнакансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 августа 2015
17:18
Поделиться
;