Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уй-хирте - 25 комбайн

Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем сарăлса, вăй илсех пыраççĕ. Августăн 13-мĕшĕ тĕлне илсен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3076 гектар (32,1 процент) вырнă.

Тырпул пухса кĕртес ĕçе «Новый путь» хуçалăхра уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Кунта тĕш тырă культурисене 768 гектар (67,8 процент) вырнă. «Колос», «Алмаз» обществăсенче те «уй-хир карапĕсем» кал-кал ĕçлеççĕ. Ульянов ячĕллĕ, «Правда» хуçалăхсенче, «Агрофирма «Рабия» обществăра та комбайнсем çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсене илсен, С. Волков, Г. Исаев, Ю. Никифоров, С. Терентьев ертсе пыракан хуçалăхсен кăтăртăвĕ лайăхрах. Вăтам тухăç - 23 центнер. «Алмаз» обществăра, С. Волковăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче тырă уйрăмах хÿхĕм ÿсни палăрать, кашни гектартан 30 центнер пухса кĕртеççĕ. «Новый путь» хуçалăхра, Г. Исаев, Ю. Никифоров, Э. Лебедев, Г. Пет- риков, О. Петров хуçалăхĕсенче вăтам тухăç 25 центнерпа танлашать.

Уй-хирте пурĕ 25 комбайн ĕçлет, çав шутран «Агрофирма «Рабия», «Алмаз», «Новый путь», Ю. Никифоров, Г. Петриков хуçалăхĕсенче - 2-шер «уй-хир карапĕ».

Кĕр тыррисене акма çĕр 2350 гектар (67,1 процент) хатĕрленĕ. Çак ĕçе «Авангард» хуçалăхра, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, тĕпрен илсен, вĕçленĕ. «Новый путь» хуçалăхра кĕрхи тулăпа ыраш 450 гектар йышăнмалла. Пысăк лаптăк çине вăхăтра акса хăварас тĕллев-пе сухалакан агрегатсем пĕр тикĕс ĕçлеççĕ, 280 гектар (62,2 процент) çемçетсе хатĕрленĕ.

Кĕрхи çĕртме сухи 440 гектар тунă. Ку енĕпе «Новый путь», «Алмаз», «Правда» хуçалăхсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 августа 2015
17:18
Поделиться
;