Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Яковлев пирки - учебникра

РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представительствине «История России. ХIХ век» кĕнеке авторĕсенчен пĕри, педагогика наукисен докторĕ Георгий Гогиберидзе Леонид Волков полпредпа курса калаçнă.

Леонид Волков ăна чăваш халăхĕн историйĕпе, культурипе паллаштарнă, республикăна чапа кăларнă çынсем çинчен каласа кăтартнă. Вĕсенчен пĕри - Иван Яковлев. Полномочиллĕ представитель унăн Халалĕ пирки те сăмах пуçарнă. Георгий Гогиберидзе каланă тăрăх, 8-мĕш класс валли хатĕрлекен истори кĕнекинче чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев пирки те асăнса хăварĕç. Георгий Гогиберидзе Леонид Волков сĕнĕвĕпе те килĕшнĕ: 1921 çулта çырнă Халала кашни ачан пăхмасăр калама вĕренмеллех.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 августа 2015
17:18
Поделиться
;