Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Геологсем олимпиадăра палăрнă

Августăн 1-10-мĕшĕсенче Тюменьте çамрăк геологсен Пĕтĕм Раççейри уй-хирти уçă 10-мĕш олимпиади иртрĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 400 ытла вĕренекен, çавăн пекех Узбекистанпа Кăркăстантан, Таджикистантан, Монголипе Казахстантан вун-вун шкул ачи хутшăнчĕ. Чăваш Республикин чысне вара Элĕк вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен 9 вĕренекен хÿтĕлерĕç.

Олимпиадăн малтанхи кунĕсенче элĕксем геологи материалĕсенчен тĕрлĕ япала хатĕрлессипе 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕренекенсем кашни конкурсах тĕплĕн хатĕр- ленчĕç. Хăйсен ăс-тăн çивĕчлĕхне шкул ачисем 12 ăмăртура, 4 конкурсра тĕрĕслерĕç.

Асăннă тапхăрта ачасем чылай çĕннине пĕлнипе пĕрлех çĕнĕ тус-юлташ та тупрĕç.

Людмила ПЕТРИКОВА, географи вĕрентекенĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2015
17:22
Поделиться
;