Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лайăххисен йышĕнче

Элĕк вăтам шкулĕ 2013-2014 вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Раççейри ялсенчи чи лайăх 200 шкул йышне кĕнĕ. Кунта вĕренекенсен пĕлÿ шайне, ППЭ кăтартăвĕсене, Раççей шайĕнчи олимпиадăсен кăтартăвĕсене шута илнĕ.

Нумаях пулмасть Мускаври энергетика институтĕн- чен (техника университечĕ) шкул ячĕпе Тав çырăвĕ килнĕ. Унта педагогсене пысăк шайра пĕлÿ панăшăн тав тунă. Элĕк вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ Ирина Запасова институтра кăçалхи вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе вĕçленĕ. Асăнса хăвармалла, Ирина 2014 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ те пулнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2015
17:22
Поделиться
;