Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Аллăмĕш мăшăр пĕрлешрĕ

Иртнĕ канмалли кун аллăмĕш мăшăр район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче çырăнчĕ. Кусем - Чăрăшкасси ялĕнчи Димитрий Макаров тата Волгоград облаçĕнчи Виктория Белова.

Çĕнĕ çынсемшĕн мăшăрланни çинчен 50-мĕш номерлĕ свидетельствăна илни кĕтменлĕх пулчĕ. Макаровсене пурнăçри паллă пулăм ячĕпе ăшшăн саламларăмăр, килĕштерсе, юратса пурăнма, яланах пĕрле пулма ырă сунтăмăр.

Пĕлтĕр 50-мĕш мăшăра августăн 8-мĕшĕнче регистрациленĕ. Çак уйăхра тата 4 мăшăр пĕрлешме кăмăл турĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 августа 2015
09:22
Поделиться
;