Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тирпей-илемшĕн пĕрле тăрăшар

Тени ял тăрăхĕнче пурăнкансем урамсенче тирпейлĕ те хăтлă пултăр тесе тăрăшаççĕ. Çăмăл машинăпа е çуран çÿреме те условисем лайăхлансах пыраççĕ. Çакă ял çыннисене савăнтарать.

Нумаях пулмасть Тени салинчи Нагорнăй урамри çула юсаса пĕтерчĕç. Унта 60 метр таран вак чул сарнă. Çак ĕçсене пурнăçлама бюджетран 81 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Евгений Майоров предприниматель та пысăк пулăшу кÿнĕ. Халĕ ял çыннисемшĕн пысăк савăнăç - урамра пылчăк çăрăлмасть. Техника та пĕр чăрмавсăр кĕрсе тухать.

Аслисемпе танах çамрăксем те ялти тирпей-илемшĕн тăрăшаççĕ. Каникул кунĕсене вĕсем ахаль ирттермеççĕ. Эренар ялĕнчи спорт лапамĕнче халĕ тап-таса. Сергей Свистков пуçарнипе кунта тасату-тирпейлÿ ĕçĕсене пурнăçларĕç. Çамрăксем пĕр шухăшлă пулса лапамри çÿп-çапа, хыт-хурана пуçтарчĕç, кирлĕ мар ăпăр-тапăра пĕр çĕре пухрĕç. Аслăраххисем мотоблокпа утă çулчĕç. Спорт лапамне хăтлăх кĕртес ĕçре Артем Максимов, Павел Павлов, Вероника Лекарева, Кристина Гордеева, Виктория Иваничева, Анжела Веняминова хастарлăхпа палăрчĕç. Хуларан аслашшĕ-асламăшĕ тата куккашĕ-кукамăшĕ патне хăнана килнĕ арçын ачасемпе хĕрачасем те çак пархатарлă ĕçрен аякка пăрăнса юлмарĕç.

Спорт лапамĕнче çамрăксем вăхăта сывлăхшăн усăллă ирттернине палăртма кăмăллă. Кунта ачасен савăнăçлă сасси мĕн каç пуличченех ян! та ян! каять.

 

Нумаях пулмасть Владимир Ильин пуçарнипе тата Алексейпа Александр Иванов, Александр Ильин тата ытти çамрăксем пулăшнипе плотина пуçне юсарĕç. Çирĕккассинчи Николай Трофимов та техникăпа пысăк пулăшу кÿчĕ. Мĕнпур тăкака Владимир Ильин хăйĕн çине илчĕ.

Пĕве-плотина - çут çанталăкăн уйрăлми пĕр пайĕ. Пирĕн вĕсем ан типчĕр, яланах тулăх пулччăр тесе тăрăшмалла, ейĕве хирĕç кĕрешмелле, хамăртан мĕн килнине пурнăçламалла. Ку е вăл ĕçе тума укçа çуккипе сăлтавлатпăр. Çав вăхăтрах пуçарулăх кирлине шута илместпĕр. Владимир Ильин çут çанталăк пуянлăхне сыхламаллине лайăх ăнланать, çамрăксене те вĕрентет.

Халĕ Кăраклавпа Мăн Вылă ялне такăр çул çыхăнтарать. Плотина патĕнчен пĕр чăрмавсăр каçса çÿреме май пурри чылайăшне савăнтарать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 августа 2015
09:22
Поделиться
;