Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Туслăх уявĕ хавас иртрĕ

Августăн 19-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнче Чăваш Республикипе Чĕмпĕр облаçĕн Туслăх уявĕ иртрĕ. Кунта Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чĕмпĕр облаçĕн Правительствин Председателĕ - кĕпĕрнаттăр Сергей Морозов, Раççей Федерацийĕн спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

Уявра пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа сцена çине тухрĕç, Чĕмпĕр облаçĕн тата Чăваш Енри хуласемпе районсен этнокультура кил картийĕсемпе паллашма май пулчĕ. Çавăн пекех «Кĕрешÿ» чăвашсен наци ăмăртăвĕсем иртрĕç.

Мероприятие уçнă чухне Михаил Игнатьев икĕ регион туслă пурăннине палăртрĕ. Çакă пĕр-пĕрин хушшинчи кÿршĕлле çыхăнăва çирĕплетме, культурăпа экономикăна аталанма, проектсене пурнăçа кĕртме витĕм кÿнине те асăнчĕ. Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев Чĕмпĕрте пĕрремĕш чăваш шкулне уçнăранпах туслă икĕ халăх.Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Чăваш Енре пурăнакансене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тата пысăк уяв туса панăшăн тав турĕ. Павел Колобков спортпа сывă пурнăç йĕрки тата туслăх çине Чăваш Еншĕн малти вырăнта пулнине каларĕ.

Ăмăртусем вĕçленсен хăнасене пурне те Хисеп хучĕсем тата çĕнтерÿçĕсене кубоксем пачĕç. Пирĕн районти «Валинкке» фольклор ушкăнĕ те уява хутшăнчĕ, юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Элĕксен кил картийĕ умĕнче сăн ÿкерĕнекенсем те чылай пулчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 августа 2015
19:46
Поделиться
;