Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял уявĕ пулчĕ

Юлашки çулсенче ял уявĕсем ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Иртнĕ шăматкун Синер ялĕнче пурăнакансем те ял уявне паллă турĕç.

Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, «Чувашиякурорт» Санатори» УАО директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Ванеркин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов уçрĕç. Вĕсем пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕç, Ял кунĕ кашни çыншăн пĕлтерĕшлине палăртрĕç. Лидия Никитина район аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнă çынсене Тав хучĕпе тата парнепе чысларĕ. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи Мария Николаева пĕр-пĕринпе чылай çул килĕштерсе пурăнакан çемьесене, çак кунсенче çуралнисене ятран асăнчĕ, Хисеп хучĕ тата парне парса хавхалантарчĕ. «Элĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕ» учрежденин пултарулăх коллективĕ тата Тăвăш Юнтапари Владислав Герасимов ертсе пыракан «Çутă ĕмĕт» эстрада ушкăнĕ Синер ялĕн кунне пухăннисене илемлĕ юрă-ташă парнелерĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 августа 2015
19:46
Поделиться
;