Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕнче

Районти хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Августăн 27-мĕшĕ тĕлне илсен çĕр улми 81 гектар (13 процент) кăларнă. Ку ĕçе «Журавлев» тата С.Волков ертсе пыракан хуçалăхсенче 23-шер, В.Узянов хуçалăхĕнче 20 гектар çинче пурнăçланă.

Тĕш тырăсене 6976 гектар (73 процент) вырнă.  Ю.Никифоров, А.Петров ертсе пыракан хуçалăхсенче ку ĕçе вĕçленĕ. «Новый путь» хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1060 гектар (93 процент) пухса кĕртнĕ. Кĕр тыррисене 1020 гектар (30 процент) акнă. В. Узянов хресчен-фермер кĕр аки планне пурнăçланă - 70 гектар акса хăварнă. «Новый путь» хуçалăх ку ĕçе те пысăк лаптăксем çинче тăвать, пĕтĕмпе 275 гектар (70 процент) акнă. «Правда», «Авангард» хуçалăхсем те кĕр акинче кал-кал ĕçлеççĕ.

Кĕрхи çĕртме сухи 820 гектар тунă. Ку енĕпе «Новый путь», «Алмаз», «Правда» хуçалăхсем лайăх ĕçлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 августа 2015
20:47
Поделиться
;