Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Салтак пĕлтерĕшĕ ан чактăр

Çар учечĕ енĕпе специалистра ĕçленĕ май пулас çĕршыв хÿтĕлевçисемпе салтака каяссипе каяс марри çинчен калаçу ирттернĕ чухне яланах çĕршывăмăрăн Тĕп Саккунĕнче: «Тăван Çĕршыва сыхласси - Раççей Федерацийĕн гражданинĕн парăмĕ тата тивĕçĕ», - тесе çырнине илсе кăтартатăп. Çула çитмен çамрăкпа унăн пĕлтерĕшне палăртма тăрăшатпăр. Кун йышши тĕл пулусем малашлăхра салтак атти тăхăнас тĕллевлисен йышне ÿстерме пулăшасса шанатăп. Сăмах май, хамăн ĕçĕмре яш-кĕрĕме 18 çул тултарсан çеç мар, унччен маларах салтак ретне тăма хатĕрлемеллине тĕпе хуратăп. Саккунра палăртнине шута илсе кăçал 17 çул тултаракан каччăсене çулталăк пуçламăшĕнчех пирвайхи çар учетне илетпĕр. Асăннă кăтартусене Муркаш - Элĕк çар ĕç комиссариатне тăрататпăр. Унти специалистсем прокуратура, право хуралĕн органĕсенчен, ЗАГС пайĕнчен, медицина учрежденийĕнчен вĕсем çинчен информаци пуçтараççĕ.

Çакна та асăнмалла, çитĕнекен ăрăва çар ретне тăма хатĕрлес ĕçе Шĕмшеш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсемпе пĕрле йĕркелесе пыратпăр. Ку тĕлĕшпе вĕренÿ учрежденийĕнче çарпа патриотизм темипе калаçусем ирттеретпĕр, Афган, Чечен вăрçисене хутшăннă ентешсене чĕнетпĕр. Кунсăр пуçне ОБЖ урокĕсем ирттерни, физкультурăра çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстерни, пăшалтан пеме, стройпа утма хăнăхни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех «Зарница», «Орленок» вăййисем те çар службине хатĕрлеççĕ.

Çулсеренех Шĕмшеш ял тăрăхĕнчен мăн асаттесен йăли-йĕркипе темиçе çамрăк та хĕсмете ăсанать. 2015 çулхи çуркуннехи призывпа строитель специальноçне алла илнĕ хыççăн Шĕмшешри Артем Петров, шкул пĕтерсенех вара Василий Семенов çĕршыва хÿтĕлеме ăсанчĕç. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Çĕнушкăньри Андрей Политров, Максим Данилов, техникум пĕтерсен Мăн Этменти Иван Чугунов салтак атти тăхăнчĕç.

Службăна ăнăçлă вĕçлесе вара Ишпарайкăри Александр Соколов, Лутра Пакăшри Семен Григорьев, Çĕнушкăньри Иван Федоров килĕсене таврăнчĕç.

Çав вăхăтрах яваплăхран хăраса хĕсметрен тарса çÿрекенсем те пур. Ял тăрăхĕн территорийĕнче регистрацинче тăракан икĕ çамрăка шута илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 августа 2015
20:50
Поделиться
;