Уяв чăннипех те халăхшăн пулчĕ
Кирек мĕнле уяв та пирĕн чунра хăйне евĕр йĕр хăварать. Пĕрисем пулса иртнине пĕтĕмлетсе малашлăха çĕнĕ плансем тăваççĕ, теприсем çитменлĕхсем çинче чарăнса тăраççĕ.
Элĕк салин уявĕ мĕнле иртни çинчен те нумай калаçу пулĕ-ха. Анчах манăн хальхинче çынсен уяв ку- нĕнчи кăмăл-туйăмĕ çинче чарăнса тăрас килет. Ун çинчен каламасăр хăварма пултараймастăп та, мĕншĕн тесен пĕрин хыççăн тепри пĕр-пĕринпе калаçса татăлмасăрах, никам хушмасăрах хăйсен шухăшне хаçатра çырса пĕлтерме ыйтрĕç. Тĕрĕссипе, сăмах мĕн çинчен пынине Элĕксен сăн-сăпатĕнченех пĕлме пулатчĕ. Чăн-чăн савăнăçа никам та пытарма шутламарĕ. Ĕçтешсемпе, çемьепе пĕрле пайларĕç савăнăçа. Çут çанталăкĕ те Элĕксен майлах пулчĕ тейĕн çак кун. Сарă хĕвелĕ пĕлĕтсем хыçне пытанмарĕ, уява килнисен кăмăлне çĕклесех тăчĕ. Аслă ăрурисем çакна хăйне май ăнлантарма пăхрĕç. Элĕксем тинех хăй вăхăтĕнче тунă йăнăша тÿрлетме пултарчĕç-çке. Элĕк халĕ чăннипех те «сала» ята тивĕç. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пилленипе çĕнĕ чиркÿ уçăлчĕ. Пысăк та сăвап- лă ĕç тума пултарчĕç Элĕксем. Пĕрле пухăнса, пĕр вăя пуçтарăнса. Чунтан хĕпĕртмелли сăлтав мар-и-ха çакă; Паллах, пысăк сăлтав. Йышпа тăва та çавăрса хума пулать теççĕ вырăссем. Ăна çавăрма кирлех мар пулĕ, анчах та ырă ĕçсене тума малашне те пĕр шухăшлă пулсах хутшăнасчĕ. Чăвашсен ырă йăлине те - Нимене - никам та пăрахăçламан. Упранса юлнă-ха вăл паянхи кун та. Апла пулсан пурăнатпăр-ха.