Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕрентекенсен конференцийĕ иртрĕ

 Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Августăн 27-мĕшĕнче районти вĕренÿ учрежденийĕ- сенчи педагогсем яланхиллех «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» учрежденин залне пухăнчĕç. «Профессие харпăр хăй суйласа илесси - Элĕк районĕн приоритечĕ» докладпа район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Эдуард Николаев паллаштарчĕ. Вăл иртнĕ вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕн директорĕн ĕçĕсене туса пыракан Светлана Алюшина, районти вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен профсоюз организацийĕн председателĕ Эльвира Ржанова тухса калаçрĕç. Çавăн пекех педагогика ĕçченĕсем докладсемпе паллаштарчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 августа 2015
20:48
Поделиться
;