Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ача сачĕ шăпăрлансене кĕтет

Паян шкул çулне çитменнисен вĕренĕвĕ çине районта пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ача сачĕсенче черет ыйтăвне çийĕнчех татса параççĕ. Вырăнти власть тимленипе шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ, хушма ушкăнсем уçăлаççĕ.

Часах Ураскилтри ача сачĕ те алăкĕсене уçса ярĕ. Раççей Федерацийĕн «2012-2020 çулсенче вĕренĕве аталантарсси» патшалăх программипе «Шкул çулне çитменнисен, пĕтĕмĕшле тата хушма вĕренĕвне аталантарасси» çумпрограммăпа килĕшÿллĕн 40 вырăнлă ача садĕнче нумаях пулмасть юсав ĕçĕсене вĕçлерĕç. «СМУ-21» общество ĕçе тĕплĕн пурнăçланине асăнмалла. Ача садне юсаса çĕнетме федераци, республика тата вырăнти бюджетĕсенчен 26,4 млн. тенкĕ тăкакланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 сентября 2015
16:56
Поделиться
;