Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕлле шăнса лармăпăр

Шăрăх çу кунĕсем йĕпе-сапаллă çанталăкпа улшăнчĕç. Кĕркунне еннелле сулăнтăмăр. Малашлăхра сивĕсем килессе кĕтсех тăр. Районта вара хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе çитнĕ-и; Ку ыйтупа район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайне çитетĕп. Ун çине Анна Трофимова ертсе пыракан специалист-эксперт хуравлать.

- Нумай хваттерлĕ çурт- сем ытларах Элĕк салинче вырнаçнă. Пурĕ 35 шутланаççĕ вĕсем. Пурăнмалли çурт-йĕр фондне хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлес ĕç çу кунĕсенчех пуçланнă. Парк урамĕнчи 15-мĕш çуртра кивелсе çитнĕ ăшă пăрăхĕсене улăштарнă. Çавăн пекех Парк урамĕнчи 16-мĕш çуртăн шывпа тивĕçтерекен пăрăхĕсене çĕнетнĕ. Кунсăр пуçне планпа килĕшÿл- лĕн Гагарин урамĕнчи 29-мĕш «Б», Парк урамĕнчи 9-мĕш, 11-мĕш çуртсен тăррисене çĕнĕрен витнĕ. Парк урамĕн-чи 7-мĕш «А» çуртра тĕтĕм çулĕсене юсанă. Ăшă пăрăхĕсене чÿхесе тасатнă, шыв, канализаци пăрăхĕсен юсавлăхне тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех тасатакан сооруженисенче те ĕçсем туса ирттернĕ, - малтанхи тапхăрта тунă ĕç-хĕлпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ Анна Петровна.

Элĕк район территорийĕнче пурĕ 19 котельнăй шутланать. Вĕсенчен 13-шĕ шкулсен. Сентябрĕн пуçламăшĕнчех вĕренÿ тытăмĕнчи 15 учреждени (вăл шутра икĕ ача сачĕ), «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, Элĕкри культура çурчĕ, нумай хваттерлĕ 35 çурт, ăшăпа тивĕçтерекен 6 котельнăй 2015-2016 çулхи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрри çинчен çирĕплетекен паспортсене алла илнĕ.

Элĕк ял тăрăхĕн территорийĕнче выр- наçнă нумай хваттерлĕ çуртсене тата учрежденисемпе предприятисене кăçал ăшăпа тата шывпа тивĕçтерессишĕн «Жилище» компани яваплă.

- Ăшăпа тивĕçтерекен организацисем çанталăк сивĕтнине кура вăхăтрах çуртсене ăшă пама пуçлаççĕ. Хваттер хуçисем вара чылай чухне яваплăха туймасăр ăшăпа тивĕçтернĕшĕн тÿлемеççĕ. Çулсеренех асăннă ушкăна лекекенсем йышлă, - палăртать А. Трофимова ертсе пыракан специалист-эксперт.

Ĕç-пуçа уçăмлатма иртнĕ çулсенче Элĕк салинче пурăнакансене ăшăпа тата шывпа тивĕçтернĕ «ТеплоЭнергоСервис» тулли мар яваплă общество ĕçченĕ-пе тĕл пулатăп.

- Паянхи куна ăшăпа тата шывпа тивĕçтернĕшĕн хваттер хуçисенчен 500 пин тенкĕ илмелле. Чылай чухне пĕр çынсемех укçа тÿлессинчен пăрăнаççĕ. Çулсеренех парăма шыраса илес тесе суда тухма тивет. Кун пек чухне хăшĕ-сем килсе тÿлеççĕ пулсан, теприсемпе урăхла çул-йĕр шыратпăр. Кăçал кăна 30 çын тĕлĕшпе материалсем пухса суда ярса патăмăр. Хваттер хуçисем вăхăтра укçа-тенкĕ тÿлеменни ăшăпа тата шывпа тивĕçтерекен организацие хăйсен ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелеме ура хурать, - пĕлтерчĕ асăннă общество ĕçченĕ.

Эппин, хваттер хуçисен ăшăра ларасси чылай чухне хамăртан килнине аванах чухламалла.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 сентября 2015
16:36
Поделиться
;