Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕнче

Районти хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем вăй илсех пыраççĕ. Сентябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне илсен, тĕш тырă культурисене 8056 гектар (84 процент) вырнă. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăх уйрăмах ăнăçлă ĕçленĕ, 1133 гектар çинчи тырра пĕтĕмĕшпех пухса кĕртнĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем те, тĕпрен илсен, тырă вырассине вĕçленĕ.

Çĕр улми 192 гектар (36 процент) кăларнă. Ку енĕпе В.Журавлев, В.Узянов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» общество лайăх ĕçлеççĕ.

Кĕр тыррисене 2430 гектар (69 процент) акнă. «Новый путь», «Правда» хуçалăхсем, С.Волков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕ ĕçе уйрăмах лайăх йĕркеленĕ, çавна май тырра агротехника срокĕсенче акса хăварнă. Кĕрхи çĕртме сухи 1010 гектар тунă. Ку енĕпе «Новый путь», «Правда», «Алмаз» хуçалăхсем малта пыраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 сентября 2015
16:36
Поделиться
;