Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем - «Кĕр парни-2015» ярмарккăра

Районти хуçалăхсенче тыр-пул пухса кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Сентябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне илсен, чылай хуçалăхсем тырă вырса пĕтернĕ. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăха уйрăмах палăртмалла. Хуçалăх чи пысăк лаптăкри - 1133 гектар çинчи тĕш тырăсене малтан вырса пĕтернĕ. Çавăн пекех вырмара «Алмаз», «Правда», «Авангард», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем те лайăх ĕçленĕ. Районĕпе илсен, вырмалли тырă 500 гектар юлнă.

Çĕр улми 336 гектар (51 процент) кăларнă. Ку енĕпе С.Волков, В.Журавлев, В.Узянов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ĕçе уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Çĕр улмин вăтам тухăçĕ - 226 центнер.

Кĕрхи культурăсене юлашки гектарсем çине акаççĕ. «Новый путь», «Правда» хуçалăхсенче, С.Волков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче кĕр акине агротехникăн кĕске срокĕнче ирттернĕ.

Кĕрхи çĕртме сухине вăхăтра ирттерни - пысăк тухăç никĕсĕ. Çавна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те «Новый путь», «Правда», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 сентября 2015
14:46
Поделиться