Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Наци кросне» хатĕрленер

Сентябрĕн 27-мĕшне Раççейре чупу кунĕ тесе палăртнă. Çакна кура çĕршывра пурăнакансем яланхиллех «Наци кросне» старта тухĕç. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри çĕршер, пиншер çын хутшăнать.

Спорта, физкультурăна юратакан Чăваш Ен çыннисем те «Наци кросне» тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Республикăра кăçалхипе вăл вун иккĕмĕш хут иртет. Пĕлтĕр унта пĕтĕмпе чупма кăмăллакан 59,5 пине яхăн çын хутшăннă. Кăçал та çакăнтан сахал пулмалла мар.

Районта пурăнакансем те кĕрхи спорт уявне хаваспах хутшăнаççĕ. «Наци кросне» тухакансем ÿсĕм çулне кура чупĕç. Ертÿçĕсем те хăйсен хушшинче тупăшĕç. Чи пултаруллисем парнесемсĕр юлмĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 сентября 2015
17:45
Поделиться
;