Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Новый путь» - чи малти

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн кăтартăвĕ- сем тăрăх, сентябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне илсен, ял хуçалăх предприятийĕсенче кашни ĕнерен 4210 килограмм (2014 çулхи çав тапхăрта 4155 килограмм) сĕт суса илнĕ.

Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăх малта пырать. Хуçалăхра кашни ĕнерен 5347 килограмм, иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 237 килограмм ытларах сĕт суса илнĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăх кăтартăвĕ те япăх мар – кашни ĕнерен 4100 килограмм сĕт сунă. Районти хуçалăхсенче сĕт таварлăхĕ 93 процент.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 сентября 2015
17:44
Поделиться
;