Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕнче

Районти хуçалăхсенче тыр-пул пухса кĕртесси вĕçленсе пырать. Сентябрĕн 21-мĕшĕ тĕлне илсен, вырмалли 40 гектар юлнă. Э.Лебедев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче тырра юлашки гектарсенче выраççĕ.

Çĕр улми кăларассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» 585 гектар (86 процент) пухса кĕртнĕ. Ку ĕçе С.Волков, В.Узянов, Ю.Никифоров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче вĕçленĕ.

Кĕр тыррисене 3500 гектар - планпа палăртнинчен ытларах акса хăварнă. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăх уйрăмах ăнăçлă ĕçленĕ, кĕр тыррисене пысăк лаптăк çине вăхăтра акнă.

Кĕрхи çĕртме сухи 2660 гектар тунă. «Новый путь», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ, «Правда» хуçалăхсенче сухалакан агрегатсем уйрăмах тухăçлă ĕçлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 сентября 2015
17:49
Поделиться
;