Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сергей Павлов - Элĕк Енре

Сентябрĕн 22-мĕшĕнче Элĕк районĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Павлов пулнă.

Анат Юлăшра «Новый путь» хуçалăхăн çĕнĕ выльăх-чĕрлĕх çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. 100 пуç вырнаçмалăх ултă уйăха çитичченхи пăрусен пысăк витине пĕр çултах хуçалăх вăйĕпе çĕкленĕ.

«Новый путь» хуçалăх ертÿçи Иван Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çĕнĕ витери пĕтĕм ĕçе механизациленине палăртнă. Иван Николаевич çавăн пекех строительсене - «Тепловодоканал» обществăна тав тунă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Элĕк районĕнчи вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Александр Куликов районти малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри çулленех 1-2 ферма ĕçе яни çинчен каланă. Вăл ертÿçе, хуçалăх коллективне районти ял хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă. «Сирĕн хуçалăх ăнăçлă аталанса пырать. Кунта выльăх-чĕр-лĕх продукчĕсем туса илессине ÿстерсе пыма условисем лайăх, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçĕ çăмăлланса пырать», -тенĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Владимирович. Вăл хуçалăха Хисеп хучĕ парса чыс тунă.

«Новый путь» хуçалăхăн çĕнĕ выль-ăх-чĕрлĕх çурчĕпе паллашнă хыççăн Сергей Павлов Г.Исаевăн хресчен-фермер хуçалăхне çитсе курнă. Кунти пĕр уйра çĕр улми кăлараççĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр улми 105 гектар йышăнать, 68 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăрăн» тухăçĕ - 210 центнер. Çĕр улми уйĕнче 1 комбайн ĕçлет. Комбайн çинчи тымар çимĕç хранилищăна кайса суйланса тухать. «Икĕ сменăпа ĕçлетпĕр. Çĕр улмине 1 кунра 6 гектар кăларатпăр. Тепĕр виçĕ кунран ĕçе вĕçлеме палăртрăмăр», - пĕлтернĕ Геннадий Исаев ертÿçĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 сентября 2015
18:25
Поделиться
;