Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юрă культурăна аталантарать

Фольклор юррисене шăрантаракансем кашни ялтах пур. Халăхăн ăс-хакăл аталанăвĕ хăвна çав халăхăн пĕр пайĕ пулнине туйса илнинчен килет. Хăвăнта чăвашлăха туймастăн пулсан унăн культурине нихăçан та ăша хываймăн.

Сентябрĕн 19-20-мĕшĕсенче Респуб- ликăри культура тата халăх пултарулăхĕн çурчĕн ĕçченĕсем тата «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» учрежденин методисчĕсем кăçалхи планпа килĕшÿллĕн пирĕн районта наукăпа шырав экспедицийĕ ирттерчĕç. Культура ĕçченĕсем тури чăвашсен юрри-кĕввине çырса илме районти сакăр яла çитрĕç: Элĕк, Тени, Çулавăç, Анат Юлăш, Кĕçĕн Тăван, Лупашка, Шĕнтреш, Яккушкăнь. Авалхи юрă управçисем - аслă ăрури çынсем. Апла пулин те вĕсем эпир халиччен илт-мен юрăсене шăрантарни çĕр айĕнчен тупрана чавса кăларнипе пĕрех.

1937-1939 çулсенче çуралнă хĕрарăмсенчен культура тытăмĕнче тăрăшакансем 70 ытла юрă çырса илнĕ. Унта туй, çăварни, салтак, утăçи, ача-пăча, хăна юррисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсене вирьял чăвашĕсен юррисен кĕнекине кĕртме ĕмĕтленеççĕ. Çакăн йышши кĕнекесем анатри чăвашсен тахçанах пур. Экспедицире пухнă юрăсемпе Республикăри культура тата халăх пултарулăхĕн çурчĕн сотрудникĕсем кĕнекесем кăлараççĕ. 2002 çултанпа авалхи юрăсен 5 кĕнекине кăларнă та ĕнтĕ, анчах вĕсен йышĕнче тури чăвашсен ятарлă кĕнеки çук. Наукăпа шырав экспедицийĕ пирĕн районта вирьялсен юррисене сыхласа хăварас тĕллевпе пулнă. Экспедици вăхăтĕнче ялсенче пурăнакансем Çулавăç пуххинче тата Хураçтÿре мĕнле йăла-йĕркене тытса пынине те каласа панă, юрăсемпе паллаштарнă.

Чăвашсен юррисем ытларах чухне хурлăхлă пулнине палăртрĕç культура ĕçченĕсем. Çапах та юррăн пуянлăхĕ савăнăçлинче тата хурлăхлинче мар - унăн илемĕнче, чунĕнче, шухăшĕнче. Фольклорăн пуласлăхĕпе аталанăвĕ культура тытăмĕнче тăрăшакансенчен çеç мар, хамăртан та килмелле. Çакă авалхи пуянлăха сыхласа хăварма пулăшĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 сентября 2015
18:24
Поделиться
;