Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чемпион ячĕпе ăмăрту

Октябрĕн 5-мĕшĕнче «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн стадионĕнче Чăваш Республикин чемпионне Эдуард Анисимова асăнса çăмăл атлетикăпа ăмăрту иртрĕ. Ăна уçнă çĕре спорт шкулĕн директорĕ В.Сергеев, районти вĕренÿ пайĕн начальникĕ Э.Николаев, Олимп вăййисене хутшăннă, СССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Семенов, Эдуардăн ашшĕ В.Анисимов хутшăнчĕç. Ăмăртăва килнисем Эдуарда асăнса пĕр самант шăп тăчĕç. Ун хыççăн тĕрлĕ çулсенчи ачасем старта тухрĕç.

Вăтам ушкăнра А.Дубининăпа (Элĕк) С.Михайлов (Питĕшкасси) çивĕчлĕхпе палăрчĕç. Я.Семкинăпа (Элĕк) А.Ялитов (Шĕмшеш) финиша иккĕмĕш çитрĕç. А.Степановăпа (Элĕк) Е.Федоров (Элĕк) виççĕмĕш вырăна пайларĕç.

Аслă ушкăнрисенчен пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине Шĕмшешри вăтам шкулта пĕлÿ илекен А.Удиванова, Элĕкри Н. Запасов хăпарчĕç. А.Родионовăпа (Юнтапа) С.Афанасьев (Элĕк) икккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Элĕкри А.Гавриловăпа Шĕмшешри А.Васильев виççĕмĕш вырăна тухрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 октября 2015
11:59
Поделиться
;