Конкурса хутшăнар
Кашни çыннăн хăйĕн пĕчĕк çĕршыв пур - çуралнă тата пурăннă кĕтес, вĕреннĕ тата ĕçленĕ вырăн. Хальхи вăхăтра эпир хамăрăн пĕчĕк Тăван çĕршыв историйĕ, мăн асаттесемпе асаннесем çинчен ытларах пĕлме тăрăшатпăр.
Пирĕн районта ырă йăла пур - район аталанăвĕн тата тĕрлĕ организацин историне çырасси. 2014 çулта район администрацийĕ культура, вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче конкурс ирттерчĕ. Кăçал вара организацисемпе учрежденисем хушшинче «Организацин летопиçĕпе аталану историйĕ» конкурс йĕркеленĕ. Унта шкулсемсĕр, клубсемсĕр, музейсемсĕр пуçне районти мĕнпур орагнизаципе учреждени хутшăнма пултарать. Альбомсен электрон майпа та, хут çинче те (А4 е А3) пулма пултараççĕ. Материалсене район администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторне октябрĕн 20-30-мĕшĕсенче тăратмалла.
Альбомсене йĕркеленĕ чухне организаци ятне палăртмалла, унăн историйĕпе (хăçан йĕркеленнине) хальхи вăхăтри ĕç-хĕле, паянхи пурнăçа кăтартса памалла. Çавăн пекех альбомра организаци ертÿçин пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе, çитĕнĕвĕпе те паллаштармалла. Массăллă информаци хатĕрĕсенче пичет материалĕсем пулмалла.
Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чыслĕç.