Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултаратпăр, савăнтаратпăр, йывăрлăха парăнтаратпăр!

Районта паянхи кун тĕлне «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» учрежденире 30 пултарулăх пĕрлешĕвĕ шутланса тăрать. Унта 3 çултан пуçласа 80 çулхи 430 çын çÿрет.

Иртнĕ эрнекун культурăна кăмăллакансем, юрра-ташша юратакансем Элĕкри культура çуртне пухăнчĕç. Пултаратпăр, савăнтаратпăр, йывăрлăха парăнтаратпăр! Çакăн пек девизпа пултарулăх коллективĕсемпе клуб пĕрлешĕвĕсем савăнăçлă мероприяти ирттерчĕç.

Çулсеренех районта пурăнакансем культура çуртне çĕннине тата интереслине курма пухăнать. Артистсем хальхинче халăха «Вовочкăн çĕнĕ мыскарисем» спектакльпе тĕлĕнтерчĕç. Çак кун культура çурчĕн фойинче «Ырă сунса кĕтетпĕр» курав ĕçлерĕ, унта пултарулăх коллективĕсемпе клуб пĕрлешĕвĕсен ĕçĕсемпе, буклечĕсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе паллашма май килчĕ. Каçхине вара Вовочкăн мыскарисем пурне те савăнăç кÿчĕç. Спектакльпе концерта пĕрлештерни, сценăна капăрлатни сюжета татах та илемлĕрех турĕ.

Çĕнĕ сезонра культура çурчĕн коллективĕсем куракана çĕнĕлĕхпе паллаштарчĕç: сцена çинче ташă хыççăн юрăпа спектакль черетленсе пычĕç. Концертра «Валинкке» фольклор ушкăнĕ, «Топотушки» халăх ташă ушкăнĕ, «Ветеран» халăх хорĕ пурне те савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелерĕç. Людмила Андреева, Вероника Димитриева, Владислав Герасимов, Иван Никифоров, Полина Никандрова, Нелли Львова, Валерия Лазарева, «ALK» пултарулăх пĕрлешĕвĕн каччисем - Иван Никифоров, Роман Протасов, Алексей Якимов купăсçă - илемлĕ юррисемпе куракана тыткăнларĕç.

«Вовочкăн çĕнĕ мыскарисем» спектакльте тĕп роле Роман Протасов ăста калăпларĕ. Патша рольне Иван Никифоров вылярĕ. Элĕк шкулĕн вĕренекенĕсем Екатерина Никитинăпа Мария Соколова тата ыттисем те аслисенчен кая мар хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çынсем юмах тĕнчине лекнĕнех туйрĕç хăйсене. «Элĕк Ен» эстрада юррин ансамблĕ «Тепре тĕл пуличчен» çĕнĕ юрăпа уява вĕçлерĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 октября 2015
13:13
Поделиться
;