Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сывлăхпа спорт кунĕ иртет

Уйăхсеренех Чăваш Республикинче Сывлăхпа спорт кунне ирттереççĕ. Черетлĕ спорт мероприятийĕсем октябрĕн 17-мĕшĕнче пулаççĕ. Уйрăмах ун çине районти вĕренÿ учрежденийĕсенче пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Çавăн пекех тĕрлĕ çулсенчи çынсене те явăçтарма палăртаççĕ унта. Çак тĕллевпех Сывлăхпа спорт кунĕнче спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе вăйăсем, хаваслă стартсем йĕркелеççĕ.

«Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ асăннă кун 2000-2001 çулсенче çуралнă шкул ачисене шашка турнирне йыхравлать. Сĕтелçи теннисĕпе, дартспа, пневматика пăшалĕнчен перессипе те ăмăртусем иртеççĕ. Футбол вăййине кăмăллакансене те кĕтеççĕ. Çавăн пекех район çыннисем хăйсене боксра, ташă енĕпе тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ. «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн спорт залĕсене октябрĕн 17-мĕшĕнче тÿлевсĕрех кĕртеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 октября 2015
09:58
Поделиться
;